Тимурпа унăн команди вырăнне - волонтерсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:32 Просмотров: 127

АСЛĂ ăру çыннисем Аркадий Гайдарăн "Тимурпа унăн команди" кĕнекине лайăх астăваççĕ ĕнтĕ. Çынна ырă тума, пархатарлă ĕçсем пурнăçлама, йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене алă тăсса пулăшма вĕрентекен произведени пĕлтерĕшĕ паян та пысăк. Хальхи вăхăтра унчченхи тапхăрти "тимуровецсен команди" вырăнне шкулсенче волонтерсем çавăн пек пархатарлă ĕçех туса пыраççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче çеç çил-тăман вăрах вăхăт тустарнăран аслă çулсемпе урамсене çеç мар, пĕччен пурăнакан ватăсен картишĕсене те тултарса хучĕ. Çак ĕçе чылай ялта волонтерсем хутшăнса пулăшни вара пархатарлă. Уйрăмах Турханти волонтер-медиксем, Шăнкăртамри вăтам шкулсенчи волонтерсем ватă çынсене ырă туса савăнтарнă. Хĕл кунĕсем малашне те хăйĕн кăралăхне кăтартма пултарĕç-ха. Çавăнпа та ытти шкулсенче те волонтерсен хастарлăхĕпе усă курни ваттисемшĕн тата кăмăллă.

Яндекс.Метрика