Студент "пăтти" те салтакăнни пекех асра юлать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:33 Просмотров: 167

ПУРНĂÇРА салтак пăттине тутаннă, Конституци тивĕçне пурнăçланă арçын хисеплĕ, сумлă теççĕ. Студент билетне алла илсе ятарлă вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ илнĕ çамрăк та пурнăçра асра юлакан çак тапхăрпа кăмăлтан мăнаçланма, ырă самантсене аса илме пултарать. Ĕнер, акă пирĕн муниципалитет округĕнчи çамрăксем, тĕрлĕрен вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ илекенскерсем РФ Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2005 çултанпа йăлана кĕнĕ Студентсен кунне паллă тунă. Халăхра ăна историпе çыхăнтарса Татиана кунĕ те теççĕ. Çак паллă вара 1755 çулта Елизавета патша Мускавра пĕрремĕш университет уçасси пирки указ çырнипе çыхăннă. 1791 çулта студентсен çветтуй Татиана ячĕллĕ чиркĕвĕ уçăлнă. Çавăнпа та паянхи кун та студентсем вĕренỹре çак çветтуйран пулăшу, хăйĕн хỹтлĕхне илме ыйтаççĕ.

Яндекс.Метрика