Соколов – виççĕмĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:38 Просмотров: 150

 Олимп резервĕсем хатĕрлекен Çĕнĕ Шупашкарти виççĕмĕш спорт шкулăн манежĕнче çăмăл атлетика енĕпе федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулăн 6 спортсменĕ хутшăннă. П

атăртма кăмăллă, Сител каччи Николай Соколов 3000 метра чупассипе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăхăчĕпе пăхсан вăл кăштах çеç спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлайман. Унăн пĕрремĕш тренерĕ - Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулăн преподавателĕ Михаил Прокопьев. Хальхи вăхăтра Николай В.М.Краснов ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен спорт училищинче вĕренет.

Яндекс.Метрика