Пăр çине транспортпа кĕмелле мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:39 Просмотров: 118

Юлашки вăхăтра МИХ хатĕрĕсенче транспорт хатĕрĕпе пăр çине кĕрсе кайни пирки час-часах çыраççĕ. Çакă вара пысăк теветкеллĕхпе çыхăннă, инкекпе те çаврăнса тухма пултарать.

ЧР саккунĕн 20.1 статйин 5.1 пайĕпе килĕшỹллĕн вара шыв объекчĕсенче пăр тăрăх транспорт хатĕрĕпе çỹреме юрамасть. Шыв урлă та техникăпа каçмалла мар. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ те пур. Çакă пĕтĕмпех çынсен пурнăçне сыхламалли правилăпа çыхăннă йĕрке. Çавăнпа та асăннă нормăна пăснă граждансен виçĕ пин тенкĕ, должноçрисен пилĕк пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисен вара вунă пин тенкĕ таран административлă штраф тỹлемелле.

Çакнашкал йĕркене уйрăмах пулăçсем пăсма пултараççĕ. Çавăнпа та хĕллехи кỹлĕре пулă тытнă чухне те мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Чун киленĕçĕ никамшăн та инкекпе çаврăнса ан тухтăр.

Григорий КАЛЛИН, Патăрьел муниципалитет округĕнчи гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ

Яндекс.Метрика