Апачĕ тутлă, меню тивĕçтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:40 Просмотров: 144

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта пулса ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланчĕ.

 2021 çулта "Вĕрентỹ" наци проекчĕн витĕмĕпе кунта 120 вырăнлăх хушма çурт çĕкленĕ. Виçĕ хутлăскере хута яни 6 вĕрентỹ класĕ, хушма пĕлỹ памашкăн кабинетсем, спорт залĕ, ку чухнехи спорт плошадки уçма май панă. Урăхла каласан, вĕрентỹ процесне çĕнĕ шайра илсе пымашкăн условисем çителĕклĕ.

Çавăн пекех вĕрентỹ организацийĕн инфратытăмне çĕнетсе тĕп çурта тĕпрен юсанă. Ăна 1976 çулта тунă пулнă. Вăл 58 процент чухлĕ юхăннă. Киввинчен кăшкарне çеç хăварнă. Коммуникаципе çутă тивĕçтересси таранах çĕнетнĕ. Халĕшкул ку чухнехи требованисене тивĕçтерет. Коридорĕсем ирĕк те анлă, вĕрентỹ кабинечĕсем хăтлă, сĕтел-пуканĕ меллĕ. Оборудованисем паха пĕлỹ илме пулăшаççĕ.

Раççей Федерацийĕнче Владимир Путин Президентăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2019 çултанпа наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Округ ертỹçипе пĕрле шкул ачисен апатланăвĕн пахалăхĕпе унăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ - администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова та паллашнă.

2023-2024 вĕренỹ çулĕнчен республикăра Раççейре малтисен йышĕнче шкул ачисен апатланăвне централизациленĕ. Çавна май муниципалитетри 19 вĕренỹ учрежденине "Тутлă тата усăллă общепит" пĕрлешỹ тивĕçтерет.

 Рудольф Селиванов апатлантарăва йĕркелессипе çеç интересленмен, хăй те тутанса пăхнă. Шкул столовăйĕн санитари тивĕçтерĕвĕпе интересленнĕ, ашшĕ- амăшĕпе, поварсемпе калаçу пуçарнă. Çавăн пекех апат-çимĕç продукчĕсем вăхăтра тата пахалăхлă килсе тăнипе кăсăкланнă. "Тутлă тата усăллă общепит" предприяти хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланине çирĕплетекен хурав илнĕ.

 Ашшĕ-амăшĕ ачасен апачĕпе тата менюпа кăмăллă пулнине палăртнă.

Альбина КАПИТОНОВА

Яндекс.Метрика