Тыл пĕрлĕхĕ - ятарлă çар операцинчи салтаксемшĕн çăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:09 Просмотров: 81

ХАЛЬХИ вăхăтра ятарлă çар операцинчи салтаксене тыл çирĕп те шанчăклă, пĕрлĕхре пулни çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарать. Çавăнпа та Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те чылайăшĕ хăйсен чĕри ыйтнипе Тăван çĕршывшăн кар тăнă салтаксемпе офицерсен çар чаçне гуманитари пулăшăвне çитерме тăрăшаççĕ. Ку таранччен Патăрьел волонтерĕсен хастарлăхĕпе сахал мар тиевлĕ машина инçе çула тухнă. Акă, çак кунсенче каллех муниципалитет округĕнчен çар операцийĕ пыракан çĕре пысăк автомашина тиевпе кайнă.

Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков инçе çула каякансене пил парса çар операцине хутшăнакансене хăйĕн хỹтлĕхне илме "Всех святых покровителей воинства Российского" иконĕсене парса янă.

Яндекс.Метрика