Пуху умĕн алă ăстисен куравĕпе киленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:11 Просмотров: 74

 ТЕРРИТОРИ пайĕсенче граждансен пухăвĕсем малалла иртсе пыраççĕ. Ăна тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен программăпа ирттереççĕ. Çак кунсенче, сăмахран Алманчăра та ял пухăвĕ иртнĕ, хăй тытăмлăх влаçĕ халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕçсене пăхса тухнă, территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов отчет туса панă, малашлăх тĕллевсене сỹтсе явнă. Унăн ĕçне муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Петров хутшăннă. Культура çурчĕн фойинче В. Власова, Е. Шайкина, Т.Каруева алмаз мозаикипе тĕрленĕ алă ĕçĕсен куравĕ чăнласах та пухăннисене тĕлĕнтернĕ. Мĕн чухлĕ вăй хунă унта ăстасем! Ỹкерчĕксем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ. Куравăн тĕп пайне Светлана Леонтьева ачисемпе хĕресле тĕрлесе капăрлатнă çемье портречĕ тата "çемье идиллийĕ" йышăннă. Граждансен пухăвне хутшăннисем алă ăстисен ĕçĕсенчен темĕн чухлĕ хавхалану илсе кайнă!

Яндекс.Метрика