Операци руль умĕнчи ỹсĕр çынсемпе çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:18 Просмотров: 88

ИРТНĔ эрнере, январĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче, çавăн пекех пирĕн муниципалитет окургĕнче те "Нетрезвый водитель" операци иртнĕ. Çул çине тухакан водительсем йĕркене пăхăнмасăр эрех-сăра ĕçнĕ тĕслĕхсем кашни операци вăхăтĕнчех (унсăр пуçне те) тĕл пулаççĕ. Хальхинче те çул-йĕр инспекторĕсем чарса тĕрĕсленĕ водительсенчен 2 çын ячĕпе руль умне ỹсĕрле ларнăшăн протокол çырнă.

Хĕллехи вăхăтра çул-йĕр пушшех те тимлĕх ыйтать. Руль умĕнчи ỹсĕр водительсем вара пуриншĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çакна манса каяс марччĕ!

Яндекс.Метрика