Экологи çулталăкĕ пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:19 Просмотров: 93

Январĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Экологи культури тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка сумлă лару-тăрура уçнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене саламланă май 2024 çулта çут çанталăка упрас тата тăван тăрăха илем кỹрес енĕпе пысăк ĕçсем тума палăртни çинчен пĕлтернĕ. Пуç пулса тăракан çулталăк программи тĕрлĕ мероприятирен пуян пулĕ: экоакцирен пуçласа пысăк масштаблă экопроект таранах. Вĕсене пурнăçа кĕртни малашне çут çанталăка упрас тĕлĕшпе сулмаклă утăмсем тума пулăшĕ. Çак пулăма вара кашниех хăйĕн тỹпине хывма пултарĕ. Тĕслĕхрен, шыва, электроэнергие перекетлесе е тавралăха тасатас тĕлĕшпе иртекен экологи субботникĕсемпе йывăç кунĕсене хастар хутшăнса.

 Уяв мероприятине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă.

Александр ИЛЬИН

Яндекс.Метрика