Кун йĕркинчи ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:20 Просмотров: 88

Иртнĕ кĕçнерникун, январĕн 25-мĕшĕнче, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 23-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Пухăва муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухрĕç. 2023 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли Прогноз планне мĕнле пурнăçлани, 2024 çулта тата 2025-2026 çулсенче муниципаллă пурлăха приватизацилемелли Прогноз планне улшăнусем кĕртмелли, коммерцилле мар организацисен пурлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн муниципаллă пурлăха шутран кăлармалли йышăнăвне улшăнусем кĕртес пирки муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен сектор заведующийĕ Алевтина Медведева паллаштарчĕ.

Ларура çавăн пекех кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтупа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, администарацин территорие хăтлăх кĕртес тата аталантарас тĕлĕшпе тимлекен управленин тĕп специалист-эксперчĕ Татьяна Океанова, право тата кадр ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Анастасия Муськина депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕç.

 Депутатсем кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика