Мал ĕмĕтлĕ спортсмен

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:22 Просмотров: 75

2008 çултан пуçласа Аслă Чементи вăтам шкулти 44 вĕренекен Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă.

Пысăках мар вĕренỹ учрежденишĕн çакă курăмлă çитĕнỹ, паллах. 2023 çулта уйрăмах пултаруллă çамрăксен йышне 11 класра вĕренекен Андрей Тарасов кĕме пултарчĕ. Вĕренỹре вăл "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ун пурнăçĕнче спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Юлашки икĕ çулта республикăра физкультурăпа иртекен олимпиадăра призерсен йышне кĕме пултарчĕ.

2019-2022 çулсенче вара - районти олимпиадăсенче малта вырăнта. Йĕлтĕрпе чупса иртекен ăмăртусенче яланах çĕнтерỹçĕсен шутĕнче. 2019 çултан пуçласа пултаруллă спортсмен республика чемпионĕсем А. Ундеров тата В. Маркиданов ячĕсемпе иртекен ăмăртусенче яланах пĕрремĕш вырăнта. 2023 çулхи февральте Шупашкарта йĕлтĕрпе чупса иртнĕ ăмăртура мала тухса пĕрремĕш разряд нормативне тултарма пултарчĕ. Çавăн пекех çуран чупассипе те унăн иккĕмĕш разряд. Паллах, пысăк çитĕнỹ çакă. 2019-2023 çулсенче иртнĕ кĕркуннехи тата çуркуннехи кроссенче Р.Камалетдинов ячĕпе пулакан ăмăртусенче тăтăшах малти вырăна тухнă Андрей. Чăваш Республикин чемпионатĕнчен те çĕнтерỹçĕ пулса таврăнчĕ. Округ командипе пĕрле "Советская Чувашия" хаçачĕшĕн чупнă эстафетăра виççĕмĕш тухрĕ. Кивĕ Ахпỹртре Геннадий тата Петр Рыбкин учитель-ветерансен ячĕпе иртнĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унта республикăри 5 округран 146 спортсмен хутшăннăччĕ. ХХV Олимп вăййисенче çĕнтернĕ Валентина Егорова Андрея ятарлă парнепе чысларĕ. Октябрь вĕçĕнче Аслă Нагаткинра регионсем хушшинчи çăмăл атлетикăпа "Нагаткин мили" ăмăртура çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

4 çул шкул команди баскетболла выляссипе муниципалитетра малти вырăнсене йышăннинче паллах, Андрейăн тỹпи пысăк. Çулсерен иртекен "Зарница", "Орленок" çарпа спорт вăййисенче тĕрлĕ номинацире палăрать каччă. Муниципалитетри Акатуй-Сабантуя, ял территоринче иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать. Маттур спортсмена аталантарма Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Макаров нумай вăй хурать.

 "Андрей муниципалитетри чи лайăх спортсменсенчен пĕри. Çав тери мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, çирĕп кăмăллă. Тĕллевĕ пысăк, спорт енĕпех вĕренме каясшăн. Тренировкăсене пĕрре те сиктермест, юр е çумăр çуни те хăратмасть ăна",- каласа парать Петр Васильевич.

Вĕрентекенсемпе юлташĕсем хисеплеççĕ Андрея. Аслисем каланине яланах итлет вăл. Кил хуçалăхĕнче ĕçчен каччă. Кăçал шкултан вĕренсе тухнă тетĕшĕ унăн чи çывăх юлташĕ.

Шанас килет, малашлăхра пултаруллă çамрăк хăй шутланине пурнăçа кĕртетех.

Надежда КОШЕЛЕВА

Яндекс.Метрика