Ĕçсем курăмлă, тĕллевсем уçăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:02 Просмотров: 432

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ.

2024 çулхи тĕллевсене - патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне - никĕслекен документри йĕркесене итлеме Чăваш Ен Правительствин, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, патшалăх влаçĕпе суд органĕсен, общество тата тĕн пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Пĕр сехет те 25 минут тăсăлнă мероприятинче Олег Николаев республика пурнăçĕпе иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнипе пĕрлех 2024 çулхи мĕн пур сферăри тĕллевсене анлăн çĕклерĕ: социаллă пурнăçпа культура, вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕ, экономика, цифра трансформацийĕ

Яндекс.Метрика