Патăрьелсем - малти вырăнсенче

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:08 Просмотров: 428

Шупашкарти маунтинбайк аталану центрĕн базинче фитнес-аэробикăпа республикăра мала тухассишĕн чемпионат, "Çĕнĕ Ăру" фестиваль тата шкул ачисен спартакиади иртрĕ.

Ăмăртусене 80 ытла командăри 700 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

 Шупашкар, Етĕрне, Канаш хулисемпе Вăрмар, Йĕпреç, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел муниципалитет округĕсен спорт- сменĕсем пулчĕç унта. "Паттăр" спорт шкулăн пĕрремĕш категориллĕ тренер-преподаватель Татьяна Торговцева ертсе пыракан хастарсем пĕлтерĕшлĕ ăмăртура хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç.

 Тупăшу çивĕч пулчĕ пулин те чемпионатра "Грация" команда "Степ-аэробика" дисциплинăра (11-13 çулсенчи ачасем) пĕрремĕш, "Дети Батыра" (14-16), "Лидер" (8-10) иккĕмĕш, "Блестки" (8-10) виççĕмĕш, "Огонек" (11-13) тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Республикăри "Çĕнĕ Ăру" фестивальте "Милашки" тата "Крутишки" (5-7 çулсенче) командăсем иккĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Шкулсен спартакиади шайĕнчи çитĕнỹсем те савăнтараççĕ. "Дети Батыра","Лидер", "Грация", "Блестки", "Огонек" командăсен кăтартăвĕсем лайăх.

"Блестки", "Лидер","Крутишки", "Милашки" командăсем пуçласа медальсене тивĕçни ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшне те хăпартлантарать.

Яндекс.Метрика