Çемье телейĕ - юратура

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:10 Просмотров: 440

Кăçал муниципалитет округĕнче 75 çемье мăшăрланнăранпа 50 çул, 33 мăшăр - 55, 8 - 60, 5 - 65, пĕр çемье вара 70 çул пĕрле пурăннине палăртма ĕмĕтленет. ЗАГС пайĕ юбилейлă çулсенче кашнийĕшне тĕрлĕ майпа саламлама тăрăшать. Çемье çулталăкне уçнă май Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче 60 çул пĕрле пурăнакан Валентина Алексеевнăпа Николай Петрович Кошкинсене, Турханти 55 çулне паллă тума хатĕрленекен Людмила Кирилловнăпа Владимир Григорьевич Осиповсене, Тутар Сăкăтĕнчи Минслу Ферахутдиновнăпа Рифкат Закирович Хуснетдиновсене 50 çулпа чыслава йыхравланă.

Кошкинсем 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ

 Валентина Алексеевнăпа Николай Петрович пĕр ялта, пĕр касра ỹссе çитĕннĕ. Иккĕшĕ те 7 класс вĕреннĕ хыççăнах ĕçе тытăннă. Николай Петрович çар ретне тăриччен "Гвардеец" колхозра тăрăшнă. Конституци тивĕçне пурнăçланă хыççăн механизаторсен курсĕнче вĕреннĕ. Ялти каçхи пĕлỹ паракан шкултан документ илсе тухсан Вăрнарти совхоз-техникума çул тытнă. Пурнăçра ăна тракторист-машинистра та, уй-хир тата виççĕмĕш комплексла бригада бригадирĕнче те вăй хума тỹр килнĕ. Хуçалăх çак вăхăтра ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕхе аталантарас енĕпе районта малтисен йышĕнче тăнă.

1997 çулта Николай Кошкин "Урожай" ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ, унтан председатель çумĕ, каярахпа хуçалăх ертỹçи пулнă. 2000 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. 10 çул ытла ял старости пулнă. Тăрăшуллă ĕçшĕн "ХI пилĕк çуллăх ударникĕ" палла, тĕрлĕ шайри хисеп грамотине, 1986-1987 çулсенче ВДНХан пăхăр тата кĕмĕл медалĕсене, 2008 çулта "Республикăри чи лайăх староста" ята тивĕçнĕ.

Валентина Алексеевна шкул хыççăн 3 çул Барнаул хулинче ĕçленĕ. Яла таврăнсан качча тухнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех уй-хир бригадинче тăрăшнă. Хисеп хучĕсем унăн та йышлă. Ĕç ветеранĕ вăл.

Ĕçрен ỹркенсе тăмасть мăшăр. Николай Петрович юртă лашасем тытать. Хăй те вĕсемпе сахал мар ăмăртусене хутшăнать. Çак ăсталăха Леня ывăлне те явăçтарнă.

Кошкинсем 4 ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те аслă пĕлỹ панă. Çын хушшинче хисепре çитĕннĕ ăру. Володя Нарьян-Мар хулинче инженерта ĕçлесе пурăнать. Леонидпа Петр хресчен фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Люба суту-илỹре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çĕнĕ Шупашкара тĕпленнĕ. Андрей ГИБДД ветеранĕ.

11 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук юбилярсен.

 Осиповсем алă усса лармаççĕ

Людмила Кирилловнăпа Владимир Григорьевич Осиповсен - изумруд туй. Çемье пуçлăхĕ Турханта, мăшăрĕ Хурама Твар ялĕнче ỹссе çитĕннĕ. Владимир Григорьевич шкул хыççăн тỹрех çар ретне тăнă. Унтан Вăрнарти ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме кĕнĕ. Тăван хуçалăхра тракторист, "хурçă утсен" бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Темиçе хутчен те Хисеп тата Тав хучĕсене, 1992 çулта "Вăтам звенори чи лайăх ертỹçĕ" ята тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ вăл.

Людмила Кирилловна вăтам шкул хыççăн Патăрьелĕнчи професси училищинче ветеринари фельдшерне вĕреннĕ. Дипломлă специалист тăван колхоза таврăнса çак ĕçе кỹлĕннĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă ветеринарта. Пĕрхутчен çеç мар ял тата район Совечĕн депутатне суйланнă. Тав хучĕсемпе Хисеп хучĕсем те йышлă ĕç ветеранĕн. 1994 çулта "Чи лайăх техник-осеменатор" ята тивĕçнĕ.

Мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ, пурне те аслă пĕлỹ панă.

 Çакă та интереслĕ. Ăрăва малалла тăсакансем пурнăç çулне вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Эльвира 30 çул ытла Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче преподаватель пулса ĕçлет. Валерийпе Крестина Турхан тата Çĕньял ялĕсенчи шкулсенче - директор.

Людмила Кирилловнăпа Владимир Григорьевича 5 мăнукĕ савăнтараççĕ.

 Килĕнче алă усса лармаççĕ вĕсем. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхĕ те пур. Ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ.

Хуснетдиновсен - ылтăн туй

Минслу Ферахутдиновнăпа Рифкат Закирович Хуснетдиновсем та пĕр ялтанах, пĕр шкулта вĕреннĕ. Каччă çар ретĕнчен килнĕ хыççăн Патăрьелĕнчи "Сельхозэнерго" предприятине инженер-электрика вырнаçнă. "Алга" хуçалăхра электричествăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă. Тỹрĕ кăмăлтан вăй хунă. Йĕркелĕхе пăсман. Çакна ĕç кĕнекине çырса хунисем те çирĕплетеççĕ. Унтанах Хисеп хучĕсемпе, премисем парса чысланине те вуласа пĕлме пулать.

Минслу Ферахутдиновна 8 класс хыççăн "Алга" колхозра пăру пăхма вырнаçнă. 3 çул комсомол путевкипе Набережные Челны хулинче КамАЗ заводне тума хутшăннă. Кайран тăван яла таврăннă. Хăйĕн пултарулăхне пула Хусанти Мухаммадий медресинче пĕлỹ пухнă. Ялта араб чĕлхипе, çавăн пекех тĕн никĕсĕ çинче кăмăл-сипет урокĕсем ирттернĕ. 12 çул хушшинче унăн пĕлĕвне нумай ача илнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Минслу çул-йĕрĕпе те кайнă. Çакăншăн хĕпĕртет те вĕрентекен.

 Хуснетдиновсем 5 ача çуратса, аслă пĕлỹ парса ỹстернĕ, çемьелентернĕ. Ульяновскинче пурăнакан Растем инженерта, Наиль Хусанти строительство компанийĕнче ĕçлеççĕ. Яла юлнă Миляушапа Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Тензиля пурнăçне ачасене вĕрентессипе çыхăнтарнă. Ландыш Тутарстан Республикин шалти ĕçсен министерствин управленийĕнче ĕçлет, капитан.

Кĕтмен инкеке пула Рифкат Закировичăн тăванĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Унăн ăрăва малалла тăсаканĕсем тăлăха юлнă.

Хуснетдиновсем вĕсене хăйсен хỹттине илнĕ. Тивĕçлĕ пăхса ỹс- тернĕ, çемьеллĕ тунă. Халĕ те çирĕп çыхăнура. Хуснетдиновсен 10 мăнук. Вĕсемпе пỹрт тулсах каять.

 Ылтăн туй юбилярĕсен эстафетине те палăртса хăварас килет. Аслă хĕрĕ Миляуша Рифкатовна Наил Зейдулловичпа çемье çавăрни 20, кĕçĕн хĕрĕ Ландыш качча тухни кăçал 10 çул çитет. Аслисем каллех пĕр класра вĕренсе ỹссе çитĕннĕ. Миляуша ялти шкулта ĕçлет. Кĕрỹшĕ - шалти ĕçсен министерствин системинче. Кĕçĕннисем Хусанта пĕрлеш- нĕ.

Хĕрĕсем килĕшỹллĕ пурăнаççĕ.

 Юбилярсене - чыс та мухтав! 60, 55, 50 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем

Юбилярсен хисеплĕ кĕнеки çине алă пуснă хыççăн вĕсене муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Туçа тата Турхан территори пайĕсен начальникĕсен тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Алена Мальцевапа Марина Андреева, Тутар Сăкăт территори пайĕн специалисчĕ Рамия Сабитова, ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина, çывăх çыннисем саламларĕç. Туçари "Çăлкуç" ансамбль савăк юрăсем шăрантарчĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика