Калаçу - чи кирли çинчен

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:10 Просмотров: 437

ЫХРА Çырминчи вăтам шкулти классенче урок тулашĕнчи сехетсенче учительсем вĕренекенсемпе пурнăçра кирлĕ пулакан тĕрлĕрен темăпа калаçу пуçараççĕ. Хальхинче класс сехетне Раççейри Çемье çулталăкне халалланă. "Чи пысăк пуянлăх - çемье. Чи хаклă тупра - сывлăх. Чи ăшă вырăн - тăван кил. Чи çутă телей - кашни саманта юратнă çынсемпе пайлани..." - çак тĕп шухăшсене сỹтсе явнине пĕлтерчĕ Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова. Çавăнпа пĕрлех ачасемшĕн çемьери ырă йăла-йĕрке пирки уçăлса калаçни те кăсăклă пулнă. "Манăн çемье" республика акцине хутшăнса йĕркеленĕ презентаци çемье çĕршыв тĕрекĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Яндекс.Метрика