Кашни ача тимлĕхре пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:09 Просмотров: 367

Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин пай начальникĕн çумĕ Наталья Чапурина пулчĕç.

Централизациленĕ библиотека системинче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси членĕсемпе, профилактика субъечĕсен представителĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Тĕп тема - республикăра çул çитмен ачасем тăвакан преступление чакарас тĕллевпе сывлăх сыхлавĕн, культурăн, вĕрентỹ учрежденисен, профилактика субъекчĕсен вăйне пĕрлештересси, социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесенчи кашни ачана тимлĕхе илсе вĕсен вăхăтне усăллă ирттересси.

 Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ, çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси председателĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи обществăлла пулăшуçи Светлана Ибетова хутшăнчĕç.

Чăн малтанах Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова çул çитменисемпе çыхăннă преступленисем пирки пĕтĕмлетсе каласа пачĕ. Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕнчи çул çитмен ачасен комиссийĕнче 2024 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 ача шутра тăрать. Вĕсемпе кашнийĕнпе реабилитацилемелли программăпа уйрăм карточка уçнă, унта ачапа мĕнле профилактика ĕçĕсем ирттернине пурне те çырса пыраççĕ. Асăннă кун тĕлне социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан йывăр 46 çемьере 116 çул çитмен ача çитĕнет.

 Çĕнĕ çул умĕн "Раççейри çул çитмен ача" программăпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра çул çитмен ачасене хутшăнса калаçмалли территори (ТОП) уçăлнă. Унта тĕрлĕрен "хура ĕçпе" шутра тăракан çул çитмен ачасем те хутшăнаççĕ. Центрта ачасем эрнере виçĕ хутчен 15 сехетрен пуçласа 19 сехетчен хăйсене творчество енĕпе аталантарма, пĕр-пĕринпе ирĕккĕн хутшăнма, усăллă канма пултараççĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Яндекс.Метрика