Çемье ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 16:52 Просмотров: 227

"Аллаха шекер!",- тет Тутар Сăкăтĕнчи Зельфире Валеева çур çултан иртнĕ мăнукне сăпкара сиктерсе. Икĕ хутлă капмар çуртра килĕшỹллĕ пурăнать çемье. Ăрăва малалла тăсакан 4 мăнук ỹсет. Даниярпа Али шкула çỹреççĕ, Ахмет - ача садне. Каçхине пуçтарăнать вара çемье. Пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса апатланаççĕ.

Кăмăлне кура пурнăç çулĕ уçăлсах пынă Зельфире Минулловнăн. Çынпа сăпайлă калаçни, ĕçе юратни, аслисене сума суни, ỹркенменни хисепе кăларнă та ăна. Çавăнпа паян унăн тус-тăванĕ те, юлташĕ те, паллакансем те йышлă. Кỹршĕ-аршăпа та килĕшỹре вăл.

Телей патне 3 утăмпа çитейместĕн, паллах. Саманан сарлака сакки çине ларса та ăна тытаймастăн. Çамрăкранах ĕçе хăнăхни çăмăллăх кỹнĕ. Çемйи пĕчĕкех пулман. Ашшĕ-амăшĕ чирлекеленĕ, çулĕсем те хушăннă. 8 класс вĕреннĕ хыççăнах Зельфире ялти фермăна сукмак хывнă. Çап-çамрăкскер ĕне сума кỹлĕннĕ. Алли ывăннăран, сĕт витрисене йăтма çăмăл пулманран тепĕр чухне ларса та йĕнĕ. Çавах çынна кăтартман. Ашшĕ- амăшĕн шанăçне те çĕре ỹкермен.

Кайран пĕве кĕрсе пыракан хĕр тантăшĕсемпе Воронеж облаçне тухса кайнă. Çăкăрлăх ĕçлесе илмелле-çке. 5 çул кунта вăй хунă. Тăван киле сахăр песукĕ, çăнăх, ытти тавар илсе килнĕ. Вăхат-вăхăтпа 15-шер михĕ сахăр песукĕпе таврăнни те пулнă. Çие те питĕрнĕ. Пĕр юлташĕ паян та хăйĕн ăмсанулăхне пĕр пытармасăр каласа парать:

- Чиперччĕ вăл. Шурă кофта, хĕрлĕ юбка тăхăнса, пуçне шурă çинче симĕс пăрçа пĕрчи евĕр чечеклĕ тутăр çыхса урампа ятуллăн утатчĕ. Кам-ха савнă çакнашкал хĕре?

Мăшăрĕ тупăннă. Дамирпа пĕрлешнĕ. 27 çул унпа пĕр çăварта пурăннă. Анчах чир ăна пурнăçран ир уйăрнă.

- Пăятампа 25 çул, пăянампа 35 çул пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр. Юрататтăм, хисеплеттĕм вĕсене. Пăятам "хĕрĕм" тесе чĕнетчĕ. Çав хисеп паянхи кун хам пата таврăнчĕ, çухалмарĕ. Халĕ кинĕмсем тăван амăшĕ вырăнне хураççĕ. Мăнукăмсем саваççĕ. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? - тет кил ăшшине тытса пыракан Зельфире Валеева.

 30 çул шкул столовăйĕнче ĕçленĕ Зельфире Минулловна. Чылайăшне - аслă поварта. Вĕсем пĕçернĕ яшкана куллен 200е яхăн ача çинĕ. Кашни класра 20-25 ача вĕреннĕ. Ĕç условийĕ паянхи пек пулнă им-ха тата? Шыв ăсма аякка çỹренĕ. Куллен миçе витре кирлĕ. Çăкăр илме лавккана кайнă. Ăна михĕпе хулпуççи çине хурса йăтса килнĕ. Йышлă апата вĕретсе пĕçерме сахал мар вăхăт кирлĕ. Çавăнпа ирпе ирех ĕçе утнă. Ачисене те (икĕ ывăл) ваттисем шкула ăсатнă.

Юлашки 5 çулне çĕнĕ шкул çуртĕнче тăрăшнă. Малтанхине ачасем пĕр çуртран теприне урама тухса çỹренĕ пулсан, кунта ĕç условисем пур енчен те тивĕçтернĕ. Алсу Хасяновăпа, Зелфия Махмутовăпа, Гельсине Азизовăпа чылай çул пĕрле ĕçленĕ вĕсем. Ачасен апачĕ тутă тыттăр, техĕмлĕпултăр тесе тăрăшнă. Кĕске тăхтавсенче çимешкĕн çемçе булкăсем пĕçернĕ.

Апат-çимĕç пĕçерме ăста чăнах та. Уявсене, канмалли кунсене казы, кăлпасси, тултармăш, тĕрлĕ кукăль яланах хатĕр унăн. Пурне те килте пĕçерет. Çемье мĕн килĕштернине мала хурать. Мăнукĕсем пылакраххисене юратаççĕ. Чак-чак, баурсак, торт таранчченех хатĕрлет. Аслă ывăлĕн çемйи Хусантан килсен вара пỹрт тата та тулать. Кỹршĕре пурăнакан Затия, Рузалия, Чулпан, Нурдания тантăшĕсем куллен каçса çỹреççĕ. Çавра сĕтел хушшине чей ĕçме ларсан сỹтĕлет вара сăмах "çăмхи". Иртни, хальхи, малашлăх çинчен калаçаççĕ. Ку хутĕнче Зельфире Минулловнăна çавра çуралнă кунпа саламларĕç.

Ĕçчен алă пĕр самант та пушă тăмасть. Çуртра çамрăксем ерçеймен чухне тусан сăтăрмалли те, чечексене шыв шăвармалли те, выльăх патне тухмалли те тупăнатех. Амăшне тĕпре пурăнакан ывăлĕпе кинĕ те, мăнукĕсем те яланах пулăшма хатĕр. Çитĕнекен ăру ытамĕнче Зельфире.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика