Çамрăксен ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 16:57 Просмотров: 231

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 10-мĕшĕнче, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Мăшăрлану керменĕнче ятарлă çар операцийĕн салтакĕпе Владимир Ермошкинпа Ксения Чемерова çĕнĕ çемье çавăрнине регистрациленĕ.

Каншел каччипе Турхан пики вунă çул каяллах паллашнă. Владимир Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Тăван çĕршыва хỹтĕлет. Çар ĕçĕнче хăйне ырă енчен кăтарнăшăн "Хастарлăхшăн" тата II степень Çар мухтавĕн медалĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, унăн шăллĕ те контракт çырнă.

 Ксения ятарлă çар операцийĕнчи çывăх çыннипе çыхăну тытса, хавхалантарсах тăрать. Çамрăк мăшăршăн çак кĕтнĕ кун яланлăхах асра юлĕ.

 Çĕнĕ çемье çавăракансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ячĕпе унăн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - тирпей- илем тата территорисен аталанăвĕн пай управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов саламланă. Çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров та çамрăксене çемье телейĕ суннă.

Мăшăр пĕр-пĕрне юратнине ĕнентерекен ылтăн çĕрĕ тăхăнтарнă хыççăн çывăх çыннисем, тăванĕсем те Ермошкинсене çемье чăмăртанă ятпа чун-чĕререн саламланă. Верликовсен çемйи вара юрă саламĕпе уява пуянлатнă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика