Тăватă кандидат

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 16:58 Просмотров: 219

РФ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Памфилова пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавĕн бюллетенĕнче тăватă кандидат хушамачĕ пулĕ.

Кандидатсен йышĕнче - Владимир Путин (хăй тĕллĕн кандидата тăратнă), Николай Харитонов (РФКП), Леонид Слуцкий (РЛДП) тата Владислав Даванков ("Çĕнĕ çынсем").

Тĕп суйлав комиссийĕ Борис Надеждинпа Сергей Малинковича регистрацилеме хирĕçленĕ. Çавăн пекех Анатолий Баташев экоактивистпа Рада Русских бьюти-блогера та регистрацилемен. Баташев хăйĕн майлă алă пуснисене 300 пинрен сахалрах панă, çийĕнчен регистрацилеме кирлĕ документсене паман. Русских вара 476 çын алă пуснине кăна пухнă, регистрацилеме кирлĕ документсене те тăратман.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика