Çамрăк ăру - çĕршыв малашлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 16:58 Просмотров: 218

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче яш-кĕрĕме халалланă çавра сĕтел иртнĕ. Мероприятие округ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова, "Пирвайхисен юхăмĕ" ачасемпе çамрăксен обществăпа патшалăх юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ Зоя Михайлова тата ВЛКСМ ветеранĕсем хутшăннă.

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре аслă ăрупа çамрăксен пĕрле, килĕштерсе тăрăшмаллине палăртнă. "Комсомол организацийĕ яш-кĕрĕме пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă, чылай йăли паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Ырă опытпа пирĕн усă курмаллах",- тенĕ Рудольф Васильевич

. ВЛКСМ ветеранĕсем хăйсен çамрăклăхне аса илнипе пĕрлех каччăсемпе хĕрсен творчествăри пултарулăхĕпе професси ăсталăхне аталантарма пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисене куç умне кăларнă. Çавăн пекех комсомол ертỹçисем çитĕнекен ăру тĕл пулакан йывăрлăхсене тата вĕсене парăнтармалли çул-йĕре пĕрле сỹтсе явнă, вĕрентỹ, сывă пурнăç йĕрки, патриотла воспитани, ĕçе вырнаçас ыйтусене те хускатнă.

Мероприяти туслă лару-тăрура иртнĕ. Пухăннисем пĕрле малашне те килĕштерсе ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.

Александр ИЛЬИН

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика