Пушарăн сăлтавне пайăрлатаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 17:08 Просмотров: 235

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче çулталăк пуçланнăранпа 5 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра "01" служба сотрудникĕсем сакăр хутчен вут-çулăма парăнтарма тухса кайнă. Февралĕн 13-мĕшĕнче каçхине 18 сехетре Шăнкăртамри уйрăм хуçалăхра, çуртăн иккĕмĕш хутĕнче вут алхасма пикеннĕ. Кил хуçисем çухалса каймасăр округри пушар хуралне пĕлтернĕ, ăна вăйлă алхасма паман. Пушарăн сăлтавне пайăрлатаççĕ.

Çак кунсенче çанталăк каллех сивĕтсе ячĕ. Ăшă кăмакипе усă курнă е мунча хутнă чухне пурин те пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла, çунакан каланккана тимлĕхсĕр хăвармалла мар.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика