ЗАГС пайĕ - чи лайăххисен шутĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 24.02.2024, 18:18 Просмотров: 100

 ÇАК кунсенче Чăваш Республикинчи юстици ĕçĕсен патшалăх службин муниципалитет округĕсенчи ЗАГС пайĕн начальникĕсемпе ирттернĕ канашлура 2023 çулхи çулталăка пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă: Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕ "2023 çулхи чи лайăх ЗАГС пайĕ" конкурсра "Çемьене çирĕплетес тата унăн малашлăхне ỹстерес енĕпе ĕçлекен чи лайăх ЗАГС" номинацире çĕнтернĕ, Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2011 çултанпа çак уйрăма Наталья Емелина ертсе пырать. Мăшăрлану керменĕнче тăрăшакансем чăннипех те демографи лару-тăтăвне лайăхлатас, кăтартуллă, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсемпе паллаштарас, вĕсене чыслас, çамрăксене çемье пурнăçĕнче ырă сунас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприяти йĕркелесех тăраççĕ.

Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ЗАГС пайĕ маларах та - 2019, 2017, 2014 çулсенче - тĕрлĕрен номинаципе республикăра палăрнă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика