Икĕ енлĕ килĕшỹ çырнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.02.2024, 18:22 Просмотров: 100

 Мускаври ВДНХри "Раççей" куравра Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕпе Беларуç Республикинчи Витебск облаçĕнчи Витебск районĕнчи ĕç тăвакан комитет хушшинчи туслă хутшăнусем йĕркелесси çинчен калакан килĕшĕве Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Витебск райисполком председателĕ Сергей Егоров алă пуснă. Çак документ предпринимательсем хушшинче коопераци çыхăнăвĕсем йĕркелеме, пĕрлехи фестивальсем ирттерме, çавăн пекех социаллă культура проекчĕсенче ĕçлеме май туса парать. Килĕшỹ ял хуçалăх, суту-илỹ, экономика, вĕрентỹ, спорт тата туризм сферисене аталантарма пулăшать. Пĕр-пĕринпе çыхăнса вăй хума тата килĕшỹ координацийĕ валли ĕç ушкăнĕсем йĕркелеме палăртаççĕ.

- Икĕ енлĕ килĕшĕве аталантарни, палăртнине пурнăçлани муниципалитетсем хушшинчи тавар çаврăнăшне ỹстерме май парать, - палăртнă Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика