Пулас патриотсем шкул тапхăрĕнчех палăраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.02.2024, 18:27 Просмотров: 102

Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул базинче Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен çарпа патриотла "ЮНАРМИЯ" обществăлла юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн VII слечĕ иртнĕ. Ăна массăллă хỹтĕлев, спорт тата патриотла ĕçсен уйăхлăхне, Афганистан çĕрĕнчен çарсене илсе тухни 35 çул çитнине, Çĕршыв хỹтĕ-левçин кунне халалланă.

 Слета хутшăнакансене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, тинĕс çар флочĕн ветеранĕсен канашĕн членĕ Владимир Паймуллин, Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен канашĕ" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ, çар ĕçĕсен участникĕ Ферид Сулейманов, штаб начальникĕ Виктор Антипов саламланă. Слет хăнисем ачасене вĕренỹре ăнăçусем, ăмăртусенче çитĕнỹсем тата мирлĕ тỹпе суннă.

Малтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче Мускав хули патĕнче совет çарĕсен контрнаступленийĕ пуçланнăранпа 82 çул çитнине халалланă "Строй тата юрăсен смотрĕ. Çĕнтерỹçĕсен маршĕ!" тата Александр Невский аслă княçа асра тытса ирттернĕ Мускав хулин 17-мĕш уçă конкурсĕн çĕнтерỹçисем - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем - стройпа утас ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем кĕрешỹ мелĕсене кăтартнă. Çамрăк спортсменсем хỹтĕленмелли майсене вĕрентнĕ, командăпа ĕçлеме пултарнине çирĕплетнĕ.

Çамрăк армеецсем виçĕ енлĕ тупăшура - тинĕс йăллине çыхса, автомата салатса-пуçтарса, магазина тултарса, çавăн пекех ялав кăтартăвĕпе тĕрлĕ хушăва пурнăçласа - ăмăртнă.

Ăмăртăва 16 команда хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Хирти Пикшикри вăтам шкул, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшне Первомайскинчи тата Туçари вăтам шкулсен командисем тухнă. Каччăсемпе хĕрсем хăйсен тавçăрулăхне, пултарулăхне, чăтăмлăхне кăтартнă. Çĕнтерỹçĕсене уйрăмшарăн та, командăпа та палăртнă. Вĕсене парнесемпе, грамотăсемпе чысланă.

 Слет асра юлмалла, кăмăллă иртнĕ. Вăл çар службин сумне ỹс- терме, патриотла туйăма çирĕплетме, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани илме май паратех.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика