Ял хăтлăхĕ пĕрлехи вăйран тата ăнланулăхран килет

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:18 Просмотров: 84

Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче территори пайĕсенче граждансен пухăвне ирттересси, вĕсенчи муниципалитет округĕнчи ялсене малалла çĕнетес, аталантарас, тирпей-илем кỹрес тĕллевпе халăх пуçарулăхĕпе пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетесси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал Патăрьел муниципалитет округĕнче çулталăк ĕçне пĕтĕмлетекен пухусем январĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 20-мĕшĕччен иртрĕç. Февралĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелсем те вырăнти хăй тытăмлăх органĕн 2023 çулта пурнăçланă ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене çивĕчлетрĕç.

Пухăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - тирпей-илемпе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ял старостисем Николай Николаевпа Сергей Шадиряков хутшăнчĕç.

 Нумай пулмасть çеç Патăрьел территори пайне çĕнĕ начальник, шалти ĕçсен службин ветеранĕ Николай Андреев ертсе пыма тытăнчĕ. Николай Юрьевич пухăва килнисене кĕскен хăйĕнпе паллаштарнă хыççăн вырăнти администраци, Патăрьелсем пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.

Округ центрĕ, территори пайĕ пирĕн тăрăхра йышĕпе чи пысăкки. 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 6361 çын пурăнать. Патăрьелĕнче 33 урам, 1200 хушма хуçалăх, нумай хваттерлĕ 111 çурт. Ял территорийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Батыревский" пĕрлешỹ, "Батыревский" улма-çырла питомникĕ, "Корма" çĕр ĕç фирми ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне пĕчĕк тата вăтам предпринимательре 114 çын тăрăшать, вĕсенче 1350 çын ĕçлет.

2023 çулта Патăрьелĕнче халăх пуçарулăхĕпе 6 проекта пурнăçа кĕртнĕ: Мухтав обелискне, Мичурин урамне юсанă, Çĕнтерĕве - 50 çул, Çамрăксен, Славянская урамĕсене, Калинино-Патăрьел-Елчĕк республика çулĕнчен Ленин проспектĕнчи 34-мĕш çурт патне çитичченхи çула асфальтпа бетон хутăшне сарнă, Мир урамĕнче çутă кĕртнĕ, "Центральнăй" ача сачĕн çурт тăррине çĕнетнĕ. Сăмах май каласан, 2024 çулта та çак меслетпех тăватă проекта пурнăçа кĕртме палăртнă: Чапаев, Ярмарочнăй урамсене (икĕ тапхăрпа) юсасси тата "Солнышко" ача сачĕн çурт тăррине улăштарасси.

 Çавăн пекех пĕлтĕр яла малалла хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе те сахал мар тăрăшнă. Нумай хваттерлĕ икĕ çуртăн тăррине çĕнетнĕ. Кăçал тепĕр виçĕ çуртăн тăррине улăштарма палăртнă.

"Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи 2023 çулта обществăлла территорие - халăхсем массăллă канакан зонăна хăтлăлатнă. Тепĕр икĕ проектпа - Советская урамри 172, 173, 174-мĕш тата Ленин урамĕнчи 10, 14, 18-мĕш нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене - тирпейлесе хăтлăх кỹнĕ.

 Пухăва хутшăннă граждансем çулсене юсас, çỹп-çап пуçтаракан контейнерсене, ача-пăча лапамĕсене кирлĕ пек пăхса тăрас, хĕллехи вăхăтра урамсене, тротуарсене вăхăтра юртан тасатас, коммуналлă çуртсене пăхса тăракан организацисен яваплăхне ỹстерес, хуçасăр йытăсенчен хăтăлас тата ытти ыйтусене те хускатрĕç, кашнийĕшнех тулли хуравсем илчĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика