Çемьере килĕшỹ хуçалансан çут çанталăк та пулĕ пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:21 Просмотров: 83

 Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче февралĕн 20-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка уçрĕç. Сумлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - тирпей-илем тата территорисен аталанăвĕн пай управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Чăваш Республикинчи экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствин федераци патшалăх вăрман тĕрĕслев пайĕн начальникĕ Сергей Радюков, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Турă амăшĕн "Державная" иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Ильяс хазрат тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

 Мероприятинче Мускаври ВДНХ-ра "Раççей чĕри" курав-форумра çутнă Пĕтĕм Раççейри çемье çулăмне Патăрьел тăрăхне илсе килни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулчĕ. Вучаха пирĕн округа Первомайскинчи Владимирпа Любовь Верликовсем çитернĕ. Сăмах май, мăшăр икĕ ывăл ỹстернĕ, хальхи вăхăтра вĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Çемье вучахне Верликовсем Патăрьел муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕн начальникне Наталья Емелинăна пачĕç.

Пайланă савăнăç пысăкрах, теççĕ. Çулăма кашни территори пайĕнчи нумай çул тата пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан мăшăрсем те тивĕçрĕç.

Çурт-йĕр тума е туянма патшалăхран пулăшу тивĕçнине çирĕплетекен сертификата çак уявра илнĕ çамрăк çемьесен куçĕнчи хавхаланăва курма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсем вырăнтах тĕпленсе тăван кĕтесшĕн, унăн хăтлăхăшĕн тăрăшасса шанас килет.

Раççейри Çемье çулталăкĕпе Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк пĕрле килни те пысăк пĕлтерĕшлине, çуралнă вырăна, çут çанталăка юратма вĕрентесси шăпах çемьерен пуçланнине палăртрĕç сцена çине тухса калакансем. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те вăрмансене, юхан шывсене, çăлкуçсене упрассишĕн сахал мар ĕç тăваççĕ. Чи хастаррисем вара Патăрьел муниципалитет округĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Сумлă уяв пуçланиччен централизациленĕ клуб системинчи фойере йĕркеленĕ курав кашни çынна кăсăклантарчĕ. Кунта хăш ял мĕнле пуçланса кайнипе, çемьесенчи йăла-йĕркепе, ачасен ỹкерчĕкĕсемпе паллашма май пулчĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика