Владимир Путин - Чăваш Енре

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:21 Просмотров: 69

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин февралĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Çĕршыв Ертỹçине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕтсе илнĕ.

Президент Çĕрпỹ округĕнчи Рынкă салинче çĕнĕ ФАП ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Сиплев çуртне "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕ пулăшнипе çĕкленĕ. Халĕ кунта пурăнакансем медицина пулăшăвне округ центрне çỹремесĕрех тивĕçме пултарнине хăй курса хакланă. Интернет пурри тухтăрсемпе телемедицина мелĕпе çыхăнса канашлама май парать, ятарлă лицензи вара медпунктрах эмелсем сутма ирĕк парать. Çавăн пекех Владимир Владимирович Çĕрпỹ хулинче "Культура" наци проекчĕпе хăпартакан культура аталанăвĕн центрне çитсе курнă. Объект çывăх кунсенче хута кайĕ.

Çул çỹреве пĕтĕмлетсе Владимир Путин Олег Николаевпа тата Игорь Комаровпа Чăваш Ен аталанăвне тишкерсе канашлу ирттернĕ. Видеоконференци çыхăнăвĕпе йĕркеленĕ ларăва Раççей Правительствин министрĕсем те хутшăннă. Вĕсем вара регион сулмаклă утăмсем тунине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Çĕршыв Ертỹçи республика çитĕнĕвĕсене ырланă, наци проекчĕсемпе тухăçлă ĕçленине палăртнă, Чăваш Ен аталану программине малалла тăсас ыйтăва тишкерме шантарнă.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика