"Аваллăх лаççи" никамшăн та пулмĕ ытлашши

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:22 Просмотров: 78

ИРТНИСĔР малашлăх çук, теççĕ ваттисем. Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те пиртен маларах пурăннисен йăли-йĕрки, тумтирĕ, савăт-сапи, сĕтел-пуканĕ тата ытти те пуриншĕн те кăсăклă. Паян чăвашсен аваллăха юлнă мул-тупри ялĕпе те сайра çынра çеç упранса юлнă. Çакна шута илсе Каншелĕнчи клубра ĕлĕкхи пурнăçа аса илтерекен ятарлă кĕтес, "Аваллăх лаççине" уçнă. Паян культура çуртне мероприятие килекен çамрăксем çак экспонатсем çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, вĕсем пирки ыйтса пĕлеççĕ. Аслă çулхи хĕрарăмсемпе арçынсемшĕн вара пỹрт маччинчен çакса янă сăпка та, каçхи тĕттĕмлĕхе сирме пулăшакан чĕпкуç та, тĕрлĕрен çỹпçе, ал арманĕ тата ытти хăйсем усă курнă япаласемех.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика