Суд умĕнче пурте пĕр тан: пуянни те, чухăнни те...

Категория: Публикации Опубликовано: 04.05.2018 10:20 Просмотров: 13

Паян пурнăç чăнлăхĕпе пурăнакансемшĕн çакă паллă: суд умĕнче пурте пĕр тан. Пуяннипе чухăннишĕн расна саккун çук. Çакна та палăртса хăвармалла: уйрăм граждансем е должноçри çынсем налуксене вăхăтра тỹлеменшĕн никама та пуçран шăлмĕç.

Район администрацийĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комиссинче çак темăна тăтăшах хускатаççĕ пулин те парăмçăсем сахал мар-ха. Районти суд приставĕн начальникĕ Галина Афки хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра вĕсен производствинче йышăну тумалли (исполнительное производство) 70 ĕç. Урăхла каласан хальхи вăхăтра налук пуçтарассипе начар мар ĕçлетпĕр пулин те район хыснине кĕмелли 3 миллион та 789 пин тенкĕ укçа "сывлăшра" çакăнса тăрать. Парăмçăсенчен чылайăшĕ предпринимательсем.

"Акă, тулли мар яваплă "ЗПБ И КСС "АЛИОТ" обществăн парăмĕ 1 943 608 тенке çитнĕ! Саккунпа килĕшỹллĕн унăн 5 миллион тенкĕлĕх пурлăхне арестлеме тиврĕ. Çавăн пекех "ОМК", "Агрофирма "Барс", "Батыревское районное БТИ", "Батыревская ИПС" тата ытти хăш-пĕр предприятисен те налуксене вăхăтра тỹлемесен шăпи синкерлĕ çаврăнса тухма пултарать",- терĕ Галина Васильевна пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă май.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3