Патăрьелсем Çуркуннепе Ĕç уявĕнче савăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.05.2018 10:22 Просмотров: 77

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Çуркуннепе Ĕç уявне анлăн паллă турĕç. Патăрьелĕнче "Мир! Ĕç! Май!" ятпа йĕркеленĕ тĕп мероприяти район администрацийĕн çурчĕ умĕнче пуçланчĕ. 10 сехет тĕлне район центрĕнчи оганизаци-предприятинче, учрежденинче вăй хуракансем, тĕрлĕрен общество организацийĕн представителĕсем, волонтерсем капăр колоннăсемпе, ырă та савăк кăмăлпа юратнă тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантаракан уява пуçтарăнчĕç.

Уява хапăл тунисене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ - Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, пурне те пурнăçра ăнăçу, юрату, ĕçре çитĕнỹ сунчĕ. Раççейри патшалăх учрежденийĕсен тата обществăлла тивĕçтерĕвĕн профсоюз ĕçченĕ-сен Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Василий Харитонов, Патăрьел районĕнчи профсоюзăн Координаци канашĕн, культура ĕçченĕсен профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕ Нина Мазякова, районти агропромышленность комплексĕпе вĕрентỹ, наука профсоюз организацийĕсен ертỹçисем Илья Васильевпа Светлана Елагина та уява пухăннисене саламласа ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, уяв пĕлтерĕшĕ ỹссе пынине палăртрĕç.

Малалла Раççей, Чăваш Ен символикине - ялавне - йăтнă волонтерсем, ĕç çыннин сăнарне уçса паракан çурлапа мăлатук çĕкленĕ хастарсем, тĕрлĕ профессие сăнлакан паттăрсем хăйсем хыççăн Патăрьелĕн аслă урамĕпе кану паркне ертсе кайрĕç. Район ертỹçисемпе ĕç ветеранĕсем Мухтав аллейи умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн тĕп мероприяти шăпах çак лапамра малалла тăсăлчĕ. Çуркуннепе Ĕç уявне пухăннисен умĕнче малтанах чи-чи матур та пултаруллă, хастар ĕçченсене уйрăммăн саламларĕç, ун хыççăн тĕп сценăна хаваслă юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташăсем илемлетрĕç. Çав вăхăтрах спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç, шăпăрлансем ача-пăча участокĕсенче выляса киленчĕç. Патăрьелĕнче хаваслă уяв шавĕ чылайччен лăп- ланмарĕ.

Хаклав К. МИХЕЕВ, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ:

- Çу уйăхĕ çĕр ĕçченĕшĕн хĕрỹ тапхăр пулнипе çеç мар, уявсемпе те паллă. Вĕсенчен пĕри - Çуркуннепе Ĕç уявĕ. Чăн малтанах тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантаракан уява хатĕрленсе эпир ял тăрăхĕнче субботниксем йĕркелерĕмĕр, тавралăха тирпейлерĕмĕр, çỹп-çапран тасатрăмăр.

А. САЛМИН, пичет ĕçĕн ветеранĕ:

- Республикăри ытти районсенчи пекех Патăрьелĕнче те Çуркуннепе Ĕç уявне ĕç коллективĕсемпе, ачасемпе, тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансемпе пĕрле ирттернине, пурте пĕр шухăшлă пулса уявра савăннине питĕ ырлатăп. Хĕрĕх çул ытла пичет ĕçĕнче тăрăшнă май, çакнашкал халăх уявĕсене сахал мар хутшăннă. Кăçал та мăшăрăмпа, ачасемпе, мăнуксемпе кану паркĕнче йĕркелекен уявра савăнтăмăр. З

З. КДРАСОВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 в класс вĕренекен, волонтер:

- Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ кашни çулах майăн 1-мĕшĕнче йĕркелекен уява хастар хутшăнать. Кашни класс уяв колоннине тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, чечексемпе тухать. Пархатарлă ĕçрен пирĕн шкулти волонтерсем те айккинче юлмаççĕ. Кăçал Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче пирĕн, волонтерсен, пушшех те хамăрăн хастарлăха, пуçарулăха, халăх хушшинчи çыхăнăва ытларах кăтартмалла.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2