"Олимп" - çĕнтерỹçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.05.2018 10:24 Просмотров: 50

Пăр çинче хоккейла выляса мала тухассишĕн иртнĕ республикăри ял ветеранĕсен (хĕрĕхрен иртнисем) ăмăртăвĕнче Патăрьел районĕн «Олимп» команди çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, вĕсем умлă-хыçлăн виççĕмĕш хут кубока алăран ямаççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Тăрăн, Патăрьел ял тăрăхĕсенчи – Владимир Иракин, Эдуард Гордеев, Станислав Комаров, Сергей Карягин, Марат Бугадяров, Александр Филиппов, Сергей Бородов, Николай Павлов, Александр Илюткин, Юрий Власов, Николай Николаев,Владислав Кротов, Борис Пахомов, Леонид Шашкин, Юрий Кротов, Геннадий Кузнецов, Андрей Иванов, Дмитрий Куртмин, Вячеслав Волков хÿтĕленĕ. Сергей Карягин район тата республика командисен йышĕнче 115 шайба çапса кĕртме пултарнă. Команда тренерĕ – Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти физкультура учителĕ Николай Михайлов.

Çĕнтерÿçĕ командăпа тата вĕсен тренерĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тĕл пулнă, çитĕнÿпе саламланă, вĕсем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2