Техника тĕрĕслевĕ пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 20:00 Просмотров: 87

Çурхи ĕçсем умĕн çулленех ятарлă комисси ял хуçалăх техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма, вăрлăх тата минераллă удобренисем мĕн чухлĕ хатĕрленине пăхма тухать. Кăçал мартăн 26-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пыракан комисси членĕсем - Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ - аслă инспекторĕ Сергей Сафьянов, Патăрьел муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалисчĕ Ирина Хадарова - ĕçе пикенчĕç.

Вĕсем чи малтанах "Батыревский" пĕрлешĕвĕн техника паркĕпе паллашрĕç, вăрлăх упранакан складсене çитрĕç. Çавăн пекех "Корма" çĕр ĕç фирминче, Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă хуçалăхсенче техникăна тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Май пур таран парка çĕнетсе тăраççĕ. Тĕслĕхрен, "Корма" çĕр ĕç фирминче техникăн вăтам çулĕ 3,5 çулпа танлашать.

Патшалăх тĕрĕслевĕ малалла пынă май комисси членĕсем мартăн 27-мĕшĕнче "Исток" тата "Куснар" çĕр ĕç фирмисене те çитрĕç, çавăн пекех Первомайски территори пайĕнчи тракторсене те пăхрĕç.

 "Исток" çĕр ĕç фирминче хĕл каçа тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене ăшă гаражра "сиплеççĕ". "К-700" маркăллă икĕ "хурçă ута" тĕплĕн юсаттарнă. Çур аки валли акакан икĕ комплекс туяннă. Кран-манипулятор та тин çеç заводран килнĕ.

Механизаторсене тумпа тивĕçтернĕ. Сăмах май, хуçалăхра çулталăкĕпех столовăй ĕçлет. Вăй хуракансене кулленех вĕри апат çитереççĕ. Кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Вăй хуракансен сывлăхне сиплессишĕн те тăрăшаççĕ. Çулленех ĕçлекенсене хĕлле санаторине канма яраççĕ.

Вăрлăхсене те тасатнă, кондицие лартнă. Пулас тухăçăн "амăшне" çĕнетме пысăк пахалăхлă çурхи туллăн "Ликомера" сортне туяннă. Люцерна тата илме палăртнă.

"Куснар" çĕр фирминче те техника паркне кĕме кăмăллă. Тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене юсанă. Çула тухма та, хире кайма та хатĕр. Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ - аслă инспекторĕ Сергей Сафьянов кашнине тĕплĕн тĕрĕслерĕ, кăлтăк пуррисене çийĕнчех сирме каларĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă, инкек-синкексĕр ирттерме, пĕрлехи вăйпа йывăрлăхсене çĕнме сунчĕ.

Тĕрĕслев муниципалитетра малалла пырать, вăл апрелĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет. Çак тапхăрта 1500 единица ытла ял хуçалăх техникине пăхма палăртнă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика