Çĕнтерỹçĕсем – патăрьелсем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 20:08 Просмотров: 76

 Шкул ачисем хушшинче "Чăваш Республикинчи шкул волейбол лиги" чемпионатăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Хĕрачасем хушшинче мала тухассишĕн 6 команда - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Турханти, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Комсомольскинчи, Елчĕкри, Шăмăршăри вăтам шкулсен - тупăшнă.

Арçын ачасен тупăшăвне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Турханти, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăмăршă тата Комсомольски муниципалитет округĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисем хутшăннă.

Спортсменсем хастар пулни палăрнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсен командисем (хĕр ачасем хушшинче те, арçын ачасем хушшинче те) мала тухнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика