Чăвашсен малашлăхĕ пурах

Категория: Публикации Опубликовано: 04.05.2018 10:25 Просмотров: 78

Иван Яковлевич Яковлев пирĕн халăхăмăршăн нихăçан манăçми çын.  Вăл _ Чăваш алфавичĕн никĕслевçи, вĕрентекен, ăсчах.. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Сител ял вулавăш =урт.нче «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан» ятпа краеведени сехечĕ йĕркелерĕç. Унта библиотека ĕçченĕ Оксана Хомуткина вĕренекенсене «Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

И. Я. Яковлев  литература анинче те самай тарăн йĕр хăварнă.  Унăн «Ача-пăча калавĕсем» ятлă кĕнеки ăса вĕрентекен хайлавсемпе пуян. Мероприятире ачасем «Кулачă», «Кахалпа Юлхав» калавĕсене вуларĕç, «Сармантей», «Тилĕпе тăрна», «Тилĕ тус» юмахсене те тимлесе итлерĕç. Ҫавăн пекех Иван Яковлевичăн чăваш халăхне панă Халалпа та паллашрĕç, унти ырă та усăллă сĕнÿсене ăша хывса малашнехи пурнăç валли асра хăварма тăрăшрĕç.

 «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», _ тенĕ  Аслă вĕрентекенĕмĕр. Ачасем çак сăмахсемпе килĕшсе тăван чĕлхене манмастпăр тесе пĕтĕмлетÿ турĕç. Кĕçĕн классенче  вĕренекенсем анне чĕлхине мухтаса çырнă сăвăсем вуларĕç, Александр Шайманов илемлĕ те илĕртÿллĕ юрăпа савăнтарса чăннипех чăваш сăмахĕ асамлине, унăн сасси ĕмĕр-ĕмĕр янăравлăн янрассине çирĕплетрĕ. Ҫапла, тăван чĕлхешĕн çунакансем пур пулсан чăвашлăхăн малашлăхĕ пурах.

 

     И. Ляков

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4