Шывра ишме те маçтăр

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:19 Просмотров: 181

 Етĕрне хулинче акватлон енĕпе республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнчен те хутшăннă унта. Пурĕ 250 ытла спортсмен ăмăртнă.

 Пăлаçипе Юхма ен хастарĕсем - Самира Янешева, Самир Куртлюков, Карина Ежова, Алсу Кучатова пĕрремĕш, Дария Ерофеева, Сабиль Салихов, Самира Салихова иккĕмĕш, Самина Мухаметзянова, Елизавета Матвеева, Рамина Купкенова виççĕмĕш, Азалия Салихова, Исмаиль Янтыков тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренерсем ăста спортсменсем хатĕрлеме пултарнине палăртнă.

Чи кĕçĕн ишевçĕсене хаклă парнесем панă. Ку хутĕнче ăна Вадим Беловолпа Элина Калмыкова тивĕçнĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Яндекс.Метрика