Хастарсен пулăшăвĕпе турнир иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:20 Просмотров: 179

 Муниципалитет округĕнче сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, ирĕклĕ майпа кĕрешессине çамрăксене явăçтарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. "Паттăр" спорт шкул залĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учительне, наци кĕрешĕвĕпе РСФСР спорт мастерне Гилачетдин Миначевич Араева асра тытса тата вĕренекенсен шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн ăмăрту иртнĕ. Вăл арçын ачасем хушшинче 15, хĕрсен 5 виçе категорийĕпе пулнă.

 Турнира уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - строительство, çул-йĕр тата хăтлăх кĕртессипе ĕçлекен управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Ыхра Çырми территори пайĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Гилачетдин Миначевич тăванĕсем хутшăннă.

Республикипе паллă спортсмен, тăрăшуллă вĕрентекен, кăтартуллă ашшĕ, ырă кăмăллă çын пирки нумай ырă сăмах каланă.

Турнир çулленех çĕршер ытла спортсмена явăçтарать. Кăçал та шкулсен 10 команди кĕрешĕве хутшăннă.

Кашни виçе категорийĕнчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе, парнесемпе чысланă. Командăпа илес пулсан, пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне Ыхра Çырминчи, виççĕмĕшне Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче вĕренекенсем тухнă.

Кирек хăш ăмăрту та тăкакпа çыхăннă. Ăна саплаштарма пулăшакансене - Араевсене, Рафаель, Марат, Ринас Аделжанович, Фиркать, Рифат, Илдар, Илшат, Айрат Вахитовсене, Марат Сейфутдинова, Ферит, Эмиль, Рефис Зейнетдиновсене, Руслан Шепеева, Гелнара Хамбиковăна, Рамиль Садертдинова, Марат Налибана, Илназ Мухаметзянова, Айрат Бикмуллова, Илнар, Данияр Тазетдиновсене, Марсель Чемерова, Эмиль Мубаракшина, Иршат Чаштанова, Ильмир Калмыкова, Марат Чебенова, Ренис, Рустем, Ринат Даутовсене, Ильнар, Ленар Шакировсене, Алмаз Гисматуллина, Фенил Хамидуллова, Марат Азизова, Динар Хайбуллова, Реис Шагаева, Рефис Хайретдинова, Ильхам Салеева, Ильдар Сафиуллина, Алмаз Гайфина, Рефис Камалетдинова, Илсур, Мунир Сабирзяновсене, Рестем, Радик Яббаровсене, Раиль Закирова, Фениль Алиуллова, Решид Санзяпов хресчен фермер хуçалăхне - Гилачетдин Араев ывăлĕсемпе тăванĕсем чĕререн тав тăваççĕ. (888).

 Альбина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика