Ĕçленине кура - хисепĕ, савăнмалăх мăнуксем пур

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:28 Просмотров: 180

 - Пирĕн пирки çырма кирлĕ мар, эпир халь ватăлнă, - тесе пуçларĕ калаçăва Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Фаина Васильева эпир вĕсем патне мĕн сăлтавпа килнине пĕлсессĕн. Çапла, чылай чухне аслă çулхисем хăйсем пирки каласа парасшăн мар. Вăйĕсем чакса пынăран çамрăксемпе тан ĕçлейменнишĕн питĕ пăшăрханаççĕ. Алă усса пурăнма хăнăхман çав вĕсем.

Фаина Ивановна 8 ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен кăшт çеç маларах, 1940 çулта кун çути курнăскер, терт-нушине самаях курнă. Паян вара пĕр тăвансенчен иккĕн çеç сывă: Фаина аппа тата унăн шăллĕ.

- Халĕ пурнăç аван, пенси параççĕ, патшалăх пулăшать. Эпир çамрăк чухне çăмăлах марччĕ. Килте йышлă ача пулнăран тум туянма укçи-тенкине те хамăрах тунă. 21 çулта чухне ялти тăватă хĕр Ростова виноград хирне ĕçлеме тухса кайрăмăр. Ытти çĕртен те пынăччĕ. Пире илме ятарласа пĕр çын килетчĕ, вербовщик тетчĕç ăна. Март вĕçĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕчченех ютра тăрăшнă. Тăпрапа хупланă виноград хунавĕсене чаваласа кăлараттăмăр та пăралуксем çине йăваласа хураттăмăр. Çырли пиçсе çитсен çатансемпе йăтаттăмăр. Кĕркунне вара татах хĕле хатĕрлеттĕмĕр. Унта туса илнĕ укçапа кĕпе-саппун çĕлеме пусма, çĕвĕ машини туянтăм. Вăл вăхăтра тем пысăкăш ăшă тутăрсем çыхма пуçларĕç, ăна та илнĕччĕ. Вăл паянчченех упранать, - аса илỹ çăмхине сỹтнĕ май пĕлтерчĕ вăрçă ачи. Фаина Ивановнăн алли çыпăçуллă пулнăран чăваш кĕписем те, арçынсем валли те тăхăнмалли хăйех çĕленĕ.

 Ялта "Труд" хуçалăхра вăй хунă чухне те хĕрарăм çăмăл ĕç шыраса çỹремен. Вăл сысна, чăх-чĕп, сурăх пăхнă çĕрте тăрăшнă, кочегарта та вăй хунă.

1968 çулта Фаина Ивановна Вăрманхĕрри Шăхаль каччипех çемье çавăрнă. Николай Павловичпа вĕсем пĕрле 56 çул пурăнаççĕ. Мăшăрĕ те пысăк çемьере çитĕннĕ. Тĕп килтен уйрăласа тухса çурт лартнă. Саша ывăлĕпе Полина хĕрне кун çути парнеленĕ. Кил хуçи тивĕçлĕ канăва кайичченех "Труд" хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ. Хĕлле вăрман каснă, çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен тракторпа хирте акнă, сухаланă, сỹреленĕ... Çемье пуçĕ Казахстанра та пулнă, шăпах унта вăл трактор правине илнĕ.

- Кăмака, каланкка хутса нушаланмастпăр паян, çакăншăн та савăнмалăх пур. Унччен вăрмана йывăç касма килессе кĕтсе тăраттăмăр. Пỹрте хутса ăшăтма туратсем пуçтарма каяттăмăр, - терĕ иртнисене куçĕ умне кăларса Фаина Ивановна.

Васильевсем тăрăшулăхĕпе тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, паллăсене те тивĕçнĕ. Чи савăнтараканни вара хисеплĕ ватăсене - тăватă мăнукĕ. Фаина Ивановнăпа Павел Николаевич ывăлĕпе тата кинĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Аслисем май пур таран çамрăксене пулăшаççĕ.

 - Унчченхи вăй-хăватпа ĕçлейместпĕр те, кăштăртатпăр, - терĕç вĕсем çурхи хĕвел ăшшипе киленнĕ май.

Ольга ПАВЛОВА

Яндекс.Метрика