Агролабораторисем уçăлаççĕ, врач амбулаторийĕсем çĕкленеççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:31 Просмотров: 171

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕиртрĕ.

 Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăнчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусенче Чăваш Республикинче 2024 çулхи çуркуннехи тата çуллахи тапхăрсенче вут-кăвар- тан асăрханассине йĕркелес, муниципалитет тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттерес ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Мероприяти Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнче агролаборатори уçнинчен пуçланчĕ. Ăна хута яма "Баракат" кооператив председателĕ, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Дамир Земдиханов пулăшнă. Сивĕ верандăна вăл ăшăнмалла тунă, хăтлăлатнă, шыв кĕртнĕ. Сăмах май, округра пиллĕкмĕш агролаборатори хута кайрĕ, маларах Патăрьелĕнчи "Сказка", "Василек", Шăнкăртамри "Сандугач", Треньелĕнчи ача сачĕсенче уçăлнăччĕ. Кăçал тата Патăрьелĕнчи "Солнышко", Сăкăтри, Первомайскинчи шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче тума тĕллев лартнă.

- Çакăн пек агролабораторисем уçăлни çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарма пулăшать, çĕре юратма вĕрентет, - терĕ муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов юман йĕкелне ятарлă савăта лартнă май. Çул çитменнисен учрежденин аслă ушкăнне çỹрекенсем хăйсем пăхса тăракан ỹсен-тăранпа паллаштарчĕç, ĕçлеме килĕшнине пĕлтерчĕç.

Ача сачĕн заведующийĕ Феридя Шарафутдинова ачасене мĕн пĕчĕкрен наци йăли-йĕркине вĕрентнисĕр пуçне апат-çимĕç те хатĕрлеме хăнăхтарнине, çакă алă пỹрнинчи моторикăна та аталантарнине каларĕ. Тĕслĕхпе çирĕплетсе çĕр улмипе какайран эчпочмак (виç кĕтеслĕх) мĕнле пĕçернине кăтартса пачĕç.

 Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем пирки ятарлă кĕтес тунă. "Ромашка" ача сачĕн воспитанникĕ, хальхи вăхăтра неонацистсемпе кĕрешекен Алмаз Кдрасов пĕчĕккисем патне тĕл пулăва та килнĕ.

Информаци ушкăнĕ Шăнкăртамри тата Çĕнĕ Ахпỹртри врач амбулаторийĕсене тунă çĕре те çитсе курчĕ. Сиплев учрежденисене "Сывлăх" наци проекчĕн "Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăпартаççĕ. Икĕ ялта та никĕсĕсене ярса стенисене çĕкленĕ. Подрядчиксем ĕçе палăртнă вăхăта вĕçлеме шантараççĕ.

Çĕнĕ Ахпỹртри Ленин урамĕнче пуçару бюджечĕпе 2,2 çухрăм çул сармалла. Ăна икĕ тапхăрпа çĕнетме палăртнă. Иртнĕ çул пĕр çухрăм тунă, ыттине кăçал юсаççĕ. "Эльбрус" тулли мар яваплă пĕрлешỹре вăй хуракансем ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлес тесе каçченех тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кунта та çитсе курчĕç. Ял старости Николай Алемесов çула çĕнетнипе халăх кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.

 Ĕçлĕ çул çỹрев хыççăн Информаци ушкăнне хутшăнакансем çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

 Ольга ПАВЛОВА

Яндекс.Метрика