Çĕр пайĕшĕн - 250 пин тенкĕлĕх сертификат

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 20:02 Просмотров: 170

НУМАЙ ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ çăмăллăх нумай парать, вĕсенчен пĕри - тỹлевсĕр çĕр пайĕпе тивĕçтерни. Хăшĕ-пĕрне вара вăл лаптăк кирлĕ мар, ун пек чухне вĕсем 250 пин тенкĕлĕх сертификат илме пултараççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи тăватă çемье шăпах çапла тунă та. Вĕсенчен пĕри - Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Черновсем. Çемье нухратпа çурт-йĕрне хăтлăлатма палăртать.

Çĕр пайĕшĕн пĕр хутчен паракан тỹлевпе строительствăра усă курма тата çурт илме, çурт-йĕр тума е уйрăм хушма хуçалăха ертсе пыма лаптăк туянма, ипотека кредитне саплаштарма юрать.

Яндекс.Метрика