"Çуркунне-2024" ярмăрккă йыхрав ярать кашнине

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 20:02 Просмотров: 173

ÇУРКУННЕ çут тĕнче чĕрĕлнипе пĕрлех уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен те шухăшĕсем хушăнаççĕ: пахчара мĕн акасси, вăрлăх туянасси, хĕл каçма хăварнă, анчах çемьешĕн ытлашши юлнă пахча çимĕçе ăçта хурасси тата ытти те. Çак ыйтусене татма Патăрьел муниципалитет округĕнче апрелĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа майăн 4-мĕшĕччен çулленех йĕркелекен "Çуркунне-2024" сезон ярмăркки иртет.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарта хăйсем туса илнĕ продукцие сĕнеççĕ. Кунта тĕрлĕ вăрлăх, улма-çырла тĕмĕ тата ытти те пур. Кăмăл пуррисем сентре умне тăрса пахча çимĕçе сутма та, туянма та пултараççĕ.

Яндекс.Метрика