"Сывлăх сехечĕ" иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.04.2024, 20:18 Просмотров: 104

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп библиотекăра çул çитменнисен "Манăн территори" центрĕнче тĕрлĕ мероприяти пулсах тăрать. Çак кунсенче кунта "Пирус тĕтĕмĕсĕр пурнăçа суйла" сывлăх сехечĕ иртнĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен секторăн специалист-эксперчĕ Лариса Комиссарова, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн врач-наркологĕ Надежда Надина тата тĕп библиотекăн тивĕçтерỹ пайĕн заведуюшийĕ Наталья Ракова агропромышленность студенчĕсемпе тĕл пулнă.

Студентсемшĕн мероприяти питĕ усăллă иртнĕ, тивĕçлĕ йышăну тума май панă. Вĕсем çул çитменнисене обществăлла вырăнта пирус туртнăшăн административлă явап тыттарнине, йĕркене пăснăшăн пуçран шăлманнине, пирус тĕтĕмĕ, вăл шутра электрон сигаречĕпе кальян та çын сывлăхĕшĕн, уйрăмах яш-кĕрĕмшĕн питĕ сиенлĕ пулнине пĕлнĕ.

Яндекс.Метрика