Орлик

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2018 09:36 Просмотров: 49

 Хаяр вăрçă çулĕсем вĕçленни чылай çул иртрĕ, апла пулин те çапăçу хирĕсенчен таврăннă арçынсен аса илĕвĕсем халĕ те чуна çỹçентереççĕ. Эпир, вăрçă ачисем, салтак килнине пĕлсенех хирĕç чупаттăмăр: курассишĕн те, çав вăхăтрах хамăра кучченеç пĕрер канфет лекессе шанса та. Вăл хăй те выçăллă-тутăллă пулнине, килне, пепкисем патне çитессишĕн юлашки вăйĕпе çуран утнине шухăшлама та пĕлмен.

Пирĕн пысăках мар ялтан, Первомайски районĕнчи (халĕ Патăрьел районĕ) Упамсаран, 106 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, унтан 74-шĕ çуралнă тăрăха каялла таврăнайман, ку йышра аттен шăллĕ Василий Леонтьев та пур. Таврăннисенчен те пĕрин ури, теприн алли çукчĕ. Аттен, Степан Тихоновичăн, уринче тăшман пульлин ванчăкĕ пулнă май, уксахласа утатчĕ. Вăл икĕ хутчен аманнă. 1945 çул вĕçĕнче госпитальте сипленнĕ хыççăн киле çитнĕ.

Вăрçа Б. Муллинпа И. Козлов та кайнă. Иккĕшĕ вĕсем кỹршĕллĕ пурăнатчĕç. Иван Владимирович çартан таврăнсанах Борис Михайлович патне каçать. Вăл куççуль витĕр Муллинсен Орлик ятлă лашипе мĕнле тĕл пулнине каласа парать.

И. Козлов вăрçăра хирти кухньăна турттаракан обозра пулнă. Пĕррехинче привал вăхăтĕнче юлташĕсемпе калаçса тăнă вăхăтра 5-6 лашаран пĕри уйрăлса (тăван сасса илтсе-ши? - Авт.) Упамса ачи патне пырать те пуçне унăн хулпуççийĕ çине хурать. Иван лашана палласа илет те Орлика мăйĕнчен ытакласа йĕме пуçлать.

- Манăн куççуль шăпăртатса юхать. Пăхатăп та - лаша та йĕрет, пуçĕпе ман çумма лăпчăнать, - тесе аса илнĕ салтак. Юлташĕсем тĕлĕнсе пăхнă хыççăн мĕн пулнине ăнланса илнĕ. Вĕсен те куçĕсем шывланнă...

Пирĕн çĕршыва фашистсем тапăнса кĕриччен Упамсара чылай килте 2-3 лаша усранă. Вĕсене каçсерен çитерме çỹренĕ. Çамрăксем кăвайт чĕртсе калаçса ларнă. Çакăн чухне çывăх çынсен сассисене ас туса юлнă пуль Орлик та.

 А. ЛЕОНТЬЕВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2