Чăвашсем - Аслă вăрçăра

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2018 09:37 Просмотров: 14

Вăрçă тухнă пĕрремĕш кунранах чăвашсем мĕн пур çапăçăва хутшăннă, Европа çĕршывĕ- сенче, Германире тата ытти наци çыннисемпе юнашар тăрса тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пĕчĕк е пысăк тытăçу-и _ пур çĕрте те пирĕн ентешсем пулнă. 1941 çулта чикĕрен чакса пынă чухне унка лекнисем партизан отрячĕсене пĕрлешсе тăшмана тылра тĕп тума ăнтăлнă. Вăрçă республикăри кашни яла çитнĕ, кашни çемьене пысăк хуйхă илсе килнĕ.

Пĕтĕмпе Чăваш Енрен вăрçă çулĕсенче 208 пин ытла çынна фронта ăсатнă, çак шутран 106 пинĕшĕ вилнĕ.

Тăван киле таврăнайманнисенчен кашни иккĕмĕшĕ хыпарсăр çухалнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсенче кăна 2,5 пин ытла çын хăй ирĕкĕпе фронта каяс ыйтупа çар комиссариачĕсене пынă. Çак шутра - 400 яхăн хĕрарăм. 6 пине яхăн çын (кашни тăваттăмĕшĕ -хĕрарăм) халăх ополченийĕн йышне кĕресси çинчен пĕлтернĕ.

Çĕнтерĕве çывхартма чăваш хĕрарăмĕсем те пысăк тỹпе хывнă. Пирĕн республикăран 6560 хĕрарăм вăрçа хутшăннă. Пĕр дивизи чухлĕ! 36 медсестраран тăракан пĕрремĕш ушкăн хăй ирĕкĕпе июнĕн 23-мĕшĕнче фронта тухса кайнă. Чăваш халăхĕн маттур хĕрĕсем пин-пин салтака вилĕмрен çăлса хăварнă.

54 пин ентеше çар орденĕсемпе тата медалĕсемпе чысланă. 71 салтак (19-шĕ - вилнĕ хыççăн) Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă. 51-шĕ çак ята илнĕ чухне 28 çула та çитеймен. Кунсăр пуçне республика тулашĕнче çуралса ỹснĕ тата пурăннă 22 чăваш Паттăра тухнă. Чăваш Енри 16 çын - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем. "Берлина илнĕшĕн" медальпе 3261 чăваша чысланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче служба тивĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçласа 51 ентеш генерала, 5-шĕ адмирала тухнă. Чăвашсем çавăн пекех Беларуç, Польша, Итали çĕрĕсенче партизан отрячĕсенче тăшманпа харсăр çапăçнă.

�а.

 А. ЛЕОНТЬЕВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3