Хуйхăпа савăнăçа пĕрлештерекен уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2018 09:37 Просмотров: 40

Çĕнтерỹ кунĕ хуйхăпа савăнăçа пĕрлештерет. Кĕске те пĕлтерĕшлĕ сăмах хыçĕнче миллион совет салтакĕн, тылри харсăр ĕçченсен паттăрлăхĕ тăрать.

Майăн 1-мĕшĕ тĕлне районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 24 участникĕ, çар служащийĕсен тăлăха юлнă 2 мăшăрĕ, 138 салтак арăмĕ, 738 тыл ĕçченĕ пурăнать.

Пирĕн районтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 8377 çын хутшăннă. Вĕсенчен 6034-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, сурансене пула вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă.

Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнисем патне тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Раççей Федераци Президенчĕн "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2010 çултанпа 423 ветерана пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе вăрçă участникĕн пĕр çемйи çеç черетре тăрать.

Ял тăрăхĕсенчи мĕн пур харпăрлăх формиллĕ, обществăлла тата тĕн организацийĕсем те çулленех ветерансене чысламалли мероприятисене хутшăнаççĕ, палăксене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре явăçаççĕ.

Тимуровецсем аслă çулхисене шефа илнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса районта 46 палăк лартнă.

Çĕнтерỹ кунĕ манăçмасть. Çамрăксем тĕрлĕ ыр кăмăллăх акцийĕсене - "Салтак çырăвĕ", "Георгий хăйăвĕ", "Салтак пăтти", "Вилĕмсĕр полк"  явăçаççĕ. "Яланах асра тытатпăр", "Фронтпа тыл пĕрлĕхре пулнă", "Çĕнтерỹ кунĕ!", "Вилнисене - астăвăм, чĕррисене- еткерлĕх" тата ытти темăсемпе калаçусем, тишкерỹсем, лекцисем иртеççĕ.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2