Кĕрлеççĕ тракторсем уйра, ака пуçланчĕ районта

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2018 09:39 Просмотров: 56

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-_ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов майăн 4-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май, "Исток" тата "Корма" агрофирмăсене çитрĕç, вĕсенче çур аки еплерех пынипе кăсăкланчĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç.

"Исток" агрофирмăра çурхи ĕçсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Кăçал кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1471 гектар, сахăр кăшманĕ - 300, çĕр улми 150 гектар йышăнмалла. Яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе яма пур услови те çителĕклĕ.

Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев тырă пахалăхне тата вăрлăх тăпрана мĕнле хывăннине те пăхрĕ. Хуçалăхра технологие пăхăнса вăй хунипе кăмăллă юлчĕ.

"Корма" агрофирмăра та çурхи ĕçсене пуçăннă. Хуçалăх ертỹçи И. Владимиров акана пĕлтĕр майăн пĕрремĕшĕнче тухнине, кăçал кăшт каярах юлнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, çакна шута илсе калать те ĕнтĕ Иван Петрович. Мĕн тăвăн, çут çанталăка хирĕç каяймастăн тата пулса çитмен тăпрана вăрлăха хывнин усси сахалтараххине те вăл лайăх ăнланать. Унтан 70 çулалла утăмлакан ертỹçĕ икĕ çулта усă курман 700 гектар ытла çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнине каларĕ. Хальхи вăхăтра агрофирма 955 гектара сухаласа акать. Пĕрчĕллĕ культурăсем те, çĕр улми те, вăрлăх сухан та çитĕнтереççĕ.

Михаил Васильевич районта çевок туса илес текенсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, мĕнлерех пулнипе кăсăкланчĕ. Унăн ыйтăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Куз- нецов хуравларĕ. Леонид Валерьевич кăçал сухан вăрлăхне сахалтарах никĕсе хывнине, çакă хак унчченхипе танлаштарсан чылай пĕчĕк пулнипе çыхăннине каларĕ.

ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев икĕ хуçалăхра та ĕçе тĕрĕс тата пĕлсе йĕркеленине палăртса хăварчĕ, кăçал та ытти çулхи пекех пỹлмесем тулли, район республикăра малтисен шутĕнче пуласса шаннине пĕлтерсе ăнăçу сунчĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4