Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн туй çине туй кĕрлеттернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2018 09:41 Просмотров: 14

 

Ыран пирĕн çĕр-шывшăн чи пысăк уяв - Аслă Çĕнтерỹ кунĕ! Сумлă та хисеплĕ уяв умĕнхи шăматкун районти Мăшăрлану керменĕнче çине-çинех çамрăк мăшăрсемшĕн Мендельсон маршĕ янăранă. Çак кун Шăнкăртамри Радик Рафиковичпа Ыхра Çырминчи Гульуса Искендеровна Солдатовсемшĕн тата ытларах паллă пулса юлĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче çемье çавăрма шут тытнă 50-мĕш мăшăра ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем свидетельствăпа пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам хутне парнеленĕ, сывлăх, телей, юрату суннă. Сăмах май каласан, пĕлтĕр çак вăхăтра алла аллăмĕш номерлĕ свидетельство илекенсем Çĕнĕ Ахпỹртри Солдатовсем пулнă.

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3