Çурхи ĕçсем вăй илеççĕ кунсерен

Категория: Публикации Опубликовано: 09.05.2018 14:59 Просмотров: 15

Районта çурхи ĕçсем пуçланнă май "Исток", "Батыревский", "Красное знамя" хуçалăхсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй Троица настоятелĕ Николай Марков протоиерей пулнă. Сăмах май, асăннă виçĕ хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене акма пуçланă. "Тойсинская" агрофирмăра, Е. Мартышкин, Л. Краснова, Н. Федоров фермер хуçалăхĕсенче сухан вăрлăхĕ никĕсе хываççĕ.

Ĕнерхи куна кĕрхи çĕртмене 375 гектар культиваци тунă, 750 гектар сỹреленĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксене - 605 гектар, кĕрхи культурăсене 50 гектар нỹр тытнă.

Нумай çул ỹсекен курăксене 593 гектар, кĕрхи культурăсене 820 гектар апатлантарнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1866 тонна имçамланă.

Çĕр улми вăрлăхне яровизацине 2660 тонна кăларнă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3