Эх, илемлĕ юррисем, килĕшỹллĕ ташшисем!

Категория: Публикации Опубликовано: 09.05.2018 15:00 Просмотров: 59

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче кăçалхипе пиллĕкмĕш хут кинофильмсенчи кадрсенчен илнĕ юрăсен фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Сцена çине тухакансем вара - район центрĕнче вырнаçнă предприятисемпе учрежденисенче, тĕрлĕ организацинче ĕçлекенсем.

Уяв каçне район администрацийĕн хорĕ (солисчĕсем В. Ижедеровпа И. Паймуков) "Флаг моего государства" юрăпа уçрĕ. Ăна коллектив мăнаçлă саспа чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ.

Районти тĕп больница ĕçченĕсене те ырăпа палăртас килет. Хорпа тухса виçĕ юрă шăрантарас тесе самаях тар тăкма тивнех ĕнтĕ. Вĕсемпе танлаштарсан агропромышленность техникумĕпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул коллективĕ- сене кăштах çăмăлрах. Сцена çине тухма хатĕрлекен специалисчĕсем вырăнсенчех пур.

Çепĕç кĕвĕпе çăмăллăн сиксе ташлама пултарни те савăнтаратех. Ку енĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсем пултарулăхне çулсерен ỹстерсе пыраççĕ. Район администрацийĕн коллективĕнче те тĕрлĕ енлĕ ăста пурах. "Василек" ача сачĕн ĕçченĕсем те вĕттĕн-вĕттĕн пусса, акăш евĕр шуса ташларĕç. Районти централизациленĕ библиотекăра вăй хуракансем те ташăпа тĕлĕнтерчĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Майрина тата Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕн обществăлла организацийĕн хастар членĕ В. Салмин нихăш çул та конкурсран юлмаççĕ тесен те тĕрĕсех пулас. Ку хутĕнче те вĕсем "Лайăх юрлакан юрăçсем" номинацире палăрчĕç.

Тỹресене сцена ăстисен пултарулăхне хак пама çăмăлах та пулмарĕ. Пурте тăрăшнă, май пур таран тумĕсене çĕлеттернĕ. Анчах çулленех пĕр коллективсем çеç тухни шухăша ярать. Тем сăлтава пула Патăрьел ял тăрăхĕнче, обществăлла апатлану предприятийĕнче, тĕп аптекăра, почта уйрăмĕнче, социаллă центрпа социаллă хỹтлĕх пайĕсенче, пенси фондĕнче, ветеринари участокĕнче, страховани системисенче, çăкăр заводĕнче, ФСКра, чăх-чĕп ĕрчетекен станцинче, "Роспотребнадзор" центрĕнче, улма-çырла питомникĕнче, банксенче, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнче, казначействăра, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче, ытти вуншар суту-илỹ лавккисенче ĕçлекенсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтармарĕç. Пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та хăйсен пултарулăхне кăтартма пулать-çке. Е ертỹçисем ирĕк памаççĕ? Район халăхĕн вĕсен ăсталăхне те курас килетех.

Пултараканнисем вара пур çĕрте те пултараççĕ. "Волонтерсен чи лайăх юрри" номинацире вĕрентỹ управленийĕн коллективĕ çĕнтерчĕ. Йышлă ушкăнпа юрлакансенчен агропромышленность техникумĕнче ĕçлекенсем мала тухрĕç. Пĕчĕк ансамбльсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ушкăнĕ палăрчĕ. Патриотла юрăсене шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем ăста кăларчĕç. Хастар участниксем "Тĕп" ача сачĕн ĕçченĕсем пулчĕç. Коллективсене кашнийĕшне диплом тивĕçрĕ. Гран-прие вара Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ĕçлекенсем (ертỹçи Г. Петрова) çĕнсе илчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4