Тăпра пиçет, çĕр пăсланать, йăран шучĕ ỹссех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:21 Просмотров: 18

  Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре ĕçе пĕлсе йĕркелеме тăрăшаççĕ. Ĕнерхи куна пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ.

Хальхи вăхăтра техникăна çĕр улми уйĕнче курма пулать. "Иккĕмĕш çăкăр" кунта кăçал 340 гектар йышăнмалла, 130 гектар ытла никĕсе хывнă. Тымар çимĕçе икĕ агрегатпа лартаççĕ, çĕр пиçсе пынăçем виççĕмĕш хутшăнать. "Хурçă утсемпе" Г. Ма- лый, Ю. Арланов, Г. Ялуков, Н. Фролов ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсен икĕ бригади суйланă вăрлăха И. Яппаров, Ф. Нестеров водительсем ГАЗ-53 маркăллă автомашинăпа турттараççĕ.

- Пăхман çĕртен тухăç илейместĕн. Çĕр улмине минераллă удобренипе, çавăн пекех чир-чĕртен хỹтĕлекен имçампа хутăштарса лартатпăр. Вĕсене А. Иванов тракторист хирех турттарса килет, - тет Ф. Тарасов инженер.

"Батыревский" пĕрлешỹ "иккĕмĕш çăкăра" çитĕнтерес- сипе республикăра та чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кунта яланах технологие пăхăнма тăрăшаççĕ, вăрлăха та çĕнетсех тăраççĕ. Кăçал çĕр улмин "ред скарлет" вăрлăхне туяннă, вăл супер элита. "Гала", "невский" сортсем те пахалăхлисем.

Тăпра пулăхлăхне ỹстерессипе те хуçалăхра тимлĕх уйăраççĕ. Хире минераллă удобрени сапнисĕр пуçне тислĕк те тăкаççĕ. Çывăх кунсенче çак ĕçе пуçăнма палăртнă.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3