Информаци технологийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:23 Просмотров: 36

 

„Паянхи кун информаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанса пыраççĕ. Вĕсемпе çамрăксем çеç мар, аслăрах çултисем те усă кураççĕ“, — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев „Информаци технологийĕсем: обществăшăн, бизнесшăн тата влаçшăн“ форумра.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов доклад тунă май Чăваш Енри пĕчĕк 111 ял-поселокра Wi-Fi усă курмалли точкăсем хушăннине пĕлтернĕ. Çапла вара тепĕр 50 пин çын халĕ интернетпа усă курма пултарать тенĕ. Ку ĕçе кăçал малалла тăсассине пĕлтернĕ. Министр паянхи кун нумайăшĕ килтен тухмасăрах патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнине аса илтернĕ.

 

 

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2